Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗр-агронома (Волгин В.)

Лӑпкӑ каҫ. Кӗмӗл тумлӑ тӗнче тӗлӗрет.
Эрешленнӗ паспа ҫӗр ҫулхи йӑмрасем.
Тӗпсӗр тарӑн, таса, кӑн-кӑвак тӳпере
Чӳхенеҫҫӗ ҫиҫсе инҫетри ҫӑлтӑрсем.

Тарӑн шухӑшлӑ уйӑх сапать ҫутине
Лӑпланса тӗлӗрен тӑван ялӑм ҫине.
Вӑхӑт — ҫурҫӗр. Ялта электрицӑ сӳнет...
Санӑн ҫеҫ ҫутӑ пур—ялкӑшать пӗчченех,

Савнӑ хӗр-агроном! Эс ҫаплах ҫывӑрман,
Вӗренетӗн, ӗҫлен — кунӗпе-ҫӗрӗпе.
Пирӗнпе кун каҫа юр тытса ывӑнман...
Тин тусаттӑн доклад. Халь вулан кӗнеке.

Час-часах эс тытатӑн Мичурин томне,
Пуҫӑнта ҫаврӑнаҫ ыранхи шухӑшсем.
Тен, ак ҫак самантра та хӗрӳ ӗмӗтпе
Ҫут малашлӑхалла тинкереҫ куҫусем...

Тинӗс пек хумханан тулӑх анлӑ хирсем
Эс куратӑн пуль халь ырӑ ӗмӗтсенче
Шухӑшлан-ши кӑштах ху пекех ӗмӗтпе
Ҫӗкленсе ӗҫлекен ҫамрӑк йӗкӗт ҫинчен?

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 23:50:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2363 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем